Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Мал ĕмĕтлĕ çамрăксем

Мал ĕмĕтлĕ çамрăксем

АЧАСЕМ - пирĕн ĕмĕт, шанчăк, малашлăх. Çакна хăйсем те пĕчĕкрен ăша хывса çитĕнсен - пуласлăх пĕрре те иккĕлентермест. Çакăн пек пĕтĕмлетỹ турăм Карапай Шăмăршăри вăтам шкулта вĕренекен стипендиатсемпе çывăхрах паллашнă хыççăн.

Татьяна Елисеевăпа Дмитрий Денисов иккĕшĕ те вĕренỹре «5» паллăсемпе кăна ĕлкĕрсе пыраççĕ. Таня ытларах хими, биологи предмечĕсене килĕштерет, Дима - физика тата математика. ОБЖпа физкультура урокĕсене вара иккĕшĕ те чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Спортпа пĕчĕкренпех туслă вĕсем.

Районти çăмăл атлетика, йĕлтĕр ăмăртăвĕсенче тăтăш курма пулать çамрăк спортсменсене. Шкул чысне яланах çỹллĕ шайра хỹтĕлеççĕ, час-часах çĕнтерỹçĕ Дипломĕпе медальне тивĕçеççĕ. Районта кăна мар, республикăра та район ятне çỹлте тытса тăраççĕ пултаруллă çамрăксем. «Зарница», «Орленок» çарпа спорт вăййисенче те малти вырăнсене кăна йышăнаççĕ республикăра та.

Д.Денисов асăннă ăмăртусене 8-мĕш класран пуçласа активлă хутшăнать (халĕ вăл 11-мĕш класра вĕренет). 2017 çулта вĕсен шкул команди республикăри «Орленок» вăйăра 1-мĕш вырăн йышăнса Пĕтĕм Раççейри «Победа» çарпа спорт вăййине хутшăнма та тивĕçнĕччĕ. Дима унта «Дорога победителей» конкурсра призер та пулнă. Раççейри «Юнармия» çамрăксен юхăмĕн членĕ пулнă май, вăл 2018 çулта Чăваш Ен чысне республикăн пĕрлештернĕ шкул командинче (Дмитрий чи хастаррисен йышĕнче!) Чулхулари Кстово хулинче хỹтĕлерĕ - призер Дипломĕпе таврăнчĕ. Йĕкĕтсем 18 кун хушши оборонăпа кану лагерĕнче тĕрлĕрен спорт тата çар ăмăртăвĕсене хутшăнса вăй-халне тĕреклетнĕ, сывлăхне çирĕплетнĕ. Халĕ те кашни кунах спортпа аталанма май тупать вăл. Йĕлтĕрпе çăмăл атлетикăсăр пуçне бассейнра ишме те юратать. Денисовсем спортпа çемйипех туслă - ашшĕ тата Артем тетĕшĕ уншăн чăн-чăн ырă тĕслĕх. Экзаменсем çывхарса пынăçемĕн Дмитрий, паллах, вĕренỹ çине ытларах вăхăт уйăрать - килĕшекен профессине алла илес тесен, нумай ларма тивет. Кашни çулах район олимпиадисене тĕрлĕ предметпа активлă хутшăнни кунта тĕрек парса тăрать. Тăрăшуллă, уçă кăмăллă, сăпайлă Димăна шкулта пурте хисеплеççĕ.

Татьяна Елисеева 9-мĕш класра вĕренет. Хăйĕн пуласлăхне сывлăха сыхлас ĕçре курать. Çынна эмелпе кăна мар, сывă пурнăç йĕркипе те сиплеме тăрăшĕ вăл. 4-мĕш класранпах спортпа туслă Таня. Районти «Зарница» çарпа спорт вăййине 7-мĕш класранпа хутшăнать,ăс-тăн, вăй- халпа хăвăртлăх конкурсĕсенче палăрнисĕр пуçне, чăн-чăн командир вăл. Коллектива ертсе пырас ăсталăхĕ те яр-уççăн курăнса тăрать маттурскерĕн. Районти ăслăлăхпа практика конференцийĕнче те, «Туслăх хĕлхемĕ» фестивальте те çулсерен дипломсене тивĕçет. Кăçалхи февраль уйăхĕнче республика стипендиачĕ харăсах 2 призер Дипломне çĕнсе илчĕ Шупашкарти регион олимпиадинче - физкультурăпа тата ОБЖпа. Тĕлĕнмелле хĕрача вăл Татьяна: çирĕп тĕллевлĕ, çивĕч ăс-тăнлă, хăюллă та вăр-вар, çав вăхăтрах юлташĕсемпе, аслисемпе - çепĕç те ăшă кăмăллă... Пĕр класра вĕренекенсем ун патне туртăнаççĕ - ăна килĕштереççĕ, унпа пĕр командăра пулма тăрăшаççĕ.

Çапла мал ĕмĕтлĕ çамрăксем вĕренеççĕ Карапай Шăмăршăри вăтам шкулта. Т.Елисеевăпа Д.Денисова экзаменсенче ăнăçу сунатпăр, малашне те ашшĕ-амăшне, учительсене çĕнĕ çитĕнỹсемпе савăнтарса тăмалла пултăр!

Г.ИВАНОВА.



18 марта 2019
15:07
Поделиться