Аслă ялтан тухнă йăх

Аслă ялтан тухнă йăх

АВАЛЛĂХ - яланах интереслĕ. Енчен те çакă тăван çемьепе те çыхăннă пулсан - пушшех те. Çак сăмахсемпе пуçлать хăйĕн çĕнĕ кĕнекине Герман Ларшников-Пэхет автор. Ỹркенмест ĕç ветеранĕ, кĕнеке хыççăн кĕнеке калăплать. Хальхинче хăйĕн йăх-тымарне тĕпчет, çамрăк ăру хăйĕн мăн аслашшĕсемпе асламăшĕсене пĕлсе ỹсчĕр тесе тăрăшать. 

Вăтăр çул ытла тăван ял тăрăхĕн аваллăхĕ, район историйĕ, çыннисем кăсăклантараççĕ паллă краеведа. Хăй мĕн пĕлнине - архиври документсем тăрăх, ял çыннисенчен ыйта-ыйта пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтарнине - Герман Николаевич Васанти краеведени музейне вырнаçтарнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă ентешĕсем çинчен унăн «Нихçан манăçми çулсем» (1995 çул) кĕнекине вуласа та пĕлме пулать. «Тăван шкул - пĕлỹ çăлкуçĕ» кĕнеки ялти шкул историне куç умне кăларса тăратать (1997 ç). «Кĕçĕн Хырла хĕрринче» кĕнеки 2009 çулта кун çути курнă. Унта Кивĕ Шăмăршă, Васан, Ярăслав ялĕсен кĕске историйĕ, йăли-йĕрки, уявĕсем. 2012 çулта «Рожденный в музее» пичетленсе тухать - йăлтах Васанти краеведени халăх музейĕпе çыхăннă. Тата 2018 çулта тухнă «Шăмăршă районĕн энциклопедийĕн» авторĕсенчен пĕри вăл Г.Ларшников. Çапла тăван тăрăха тĕрлĕ енлĕ тĕпчесе хут çине ĕмĕрлĕхех куçарса пырать Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Халĕ ĕнтĕ хăйĕн йăхĕ çине куçма та вăхăт. Шупашкарти «Çĕнĕ вăхăт» типографирен тин çеç пичетленсе тухнă «Аслă ялтан пуçланнă йăх...» кĕнеке шăпах Ларшниковсемшĕн ăру йывăççи пулса тăрать те. Автор çак кĕнекере Чĕмпĕрти, Шупашкарти, Раççей патшалăх архивĕнчи документсемпе усă курнă, çемье архивĕнчи сăн ỹкерчĕксене вырнаçтарнă.

Камсем эпир? Ăçтан эпир? Ларшниковсен йăхĕнчен тухнă çынсемшĕн текех çакнашкал ыйтусем пулмĕç. 17-мĕш ĕмĕртен пуçласа кашни çемье çинчен пĕлме пулать халь вĕсен, пурнăç йывăçĕ туратланса-хунаса пынă май, йăх историйĕ те пуянлансах пырать, 156 страницăллă кĕнекере кашнийĕн çинчен статья та, сăн ỹкерчĕк те пур. Нумай-нумай çемье кĕнекере вырăн тупнăран, пĕр йăх историйĕ тесе те калас килмест кĕнекепе паллашнă май. Ял, район историйĕ кунта - Ларшниковсем, Юмановсем, Яковлевсем, Михайловсем, Кузьминсемпе Евдокимовсем...

Мĕнех, кĕнеке кăларас ĕç çакăнпа вĕçленмест пуль тесе шутлатпăр. Малалла та тăван ен аваллăхне тĕпчеме, ăна халăх патне çитерме çирĕп сывлăх пултăр автора!

Г.ИВАНОВА.



13 марта 2019
09:05
Поделиться