Юбиляра Владимир Путин саламланă

Юбиляра Владимир Путин саламланă

КИВĔ ШĂМĂРШĂРИ Федор Петрович Каргин ĕçпе вăрçă ветеранĕ çак кунсенче салам хыççăн салам йышăнчĕ. Ăна 95 çул тултарнă ятпа Васан ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ю.Ильин, ял тăрăхĕн депутачĕ Е.Антонова, «Тевет» фольклор ансамблĕ чыс турĕç. 

Чи асра юлмалли - Раççей Президенчĕ Владимир Путин Кремльтен янă çыру. Çĕршыв хуçи ветерана Тав çырăвĕ яни - Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсенче хăйне шеллемесĕр паттăррăн çапăçнă фронтовика асра тытни, хисеп туни. 

Ф.П.Каргин 1924 çулхи февралĕн 23-мĕшĕнче Кивĕ Шăмăршă ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Вăл 9-мĕш класран вĕренсе тухсан фашистла Германи Совет Союзĕ çине тапăннă. 

1942 çулхи декабрĕн 19-мĕшĕнче 18 çулти çамрăк фронта тухса кайнă, тỹрех Сталинград патĕнчи çапăçăва кĕнĕ. 734-стрелковăй полкра çапăçнă май Каргин сержант Паулюс çарне аркатнă çĕре хутшăннă. Фронтри тусĕсемпе пĕрле Крыма, Хĕвел тухăç Пруссие ирĕке кăларнă тата Кенигсберга штурмланă. Икĕ хут йывăр аманнă, контузи илнĕ. Çĕнтерĕве нимĕçсен Эльбинг хулинче кĕтсе илнĕ. 

Çапăçусенче паттăрлăх кăтартнăшăн чăваш каччине «За отвагу», «За боевые заслуги» медальсемпе наградăланă. 

1945 çулхи декабрьте Каргина демобилизациленĕ. Фронтовик тăван «Гвардеец» хуçалăхра колхозник, бригадир, кладовщик пулса мĕн ватăличчен вăй хунă. 

Мăшăрĕпе Лидийăпа пĕрле Федор Петрович 8 ачине ỹстерсе çĕршыва юрăхлă çитĕнтернĕ. 

Ватлăха пăхмасăр хисеплĕ ветеран районти çамрăксене патриотла воспитани парассишĕн ырми-канми тимлет. 

О.ЕГОРОВА.



05 марта 2019
08:38
Поделиться