Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Пенси саккунĕнчи улшăнусем çинчен - куçа-куçăн

Пенси саккунĕнчи улшăнусем çинчен - куçа-куçăн

ЯНВАРĔН 29-мĕшĕнче РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи управляющийĕ Роза Кондратьева республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсемпе видеоконференци ирттерчĕ. 

Унăн теми пенси саккунĕнчи улшăнусемпе çыхăннă. 2019 çулта пенсионерсене мĕнле тỹлевсем кĕтеççĕ? Пенсин страховани тата пухăнакан пайĕсене мĕне тĕпе хурса палăртаççĕ? Кăçал Чăваш Енре камсем саккунпа çирĕплетнĕ вăхăтран маларах пенсие тухĕç? Стаж çитмесен мĕн тумалла? Çак тата ытти ыйтăва уçăмлатнă май Роза Алексеевна журналистсен ыйтăвĕсем çине тулли хуравсем пачĕ. 

Асăннă пресс-конференцие «Шăмăршă хыпарĕ» район хаçачĕн журналисчĕ Галина Иванова тата район администрацийĕн сайчĕн редакторĕ Анна Падиарова хутшăнчĕç, пенси улшăнăвĕсемпе çыхăннă ыйтусене тимлерĕç. Уйрăмах ял хуçалăхĕнче 30 çул е ытларах та тăрăшнă ĕçченсен пенсийĕ ỹсни, амăшĕн капиталĕ, пенси фончĕн электрон майĕпе илекен çăмăллăхĕсем интереслентерчĕç вĕсене. 

Тĕплĕнрех пенси саккунĕнчи улшăнусем çинчен «Шăмăршă хыпарĕ» район хаçатĕнче, район администрацийĕн, ял тăрăхĕсен тата Пенси фончĕн районти сайчĕсенче пĕлме пулать. 



01 февраля 2019
10:52
Поделиться